| 3458 | Кӑ чухнехи ачасем кӑмпа пек шӑтса ӳсеҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3459 | Кӑ чухнехи ачасем хырӑмранах ҫичӗ ҫул вӗренсе тухаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3460 | Кӑ чухнехи ҫынсене хут пӗлнипе виҫеҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3461 | Кӑ чухнехи хӗрарӑм арҫынпала пӗр танах. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 2905 | Кӑмака ҫамки кирек хӑҫан та хура пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2906 | Кӑмака ҫинче ӗмӗрех ҫулла. | Ялан — Хушӑран |
| 3216 | Кӑнтӑр канни — чун канни. | Ҫӗр — Кун |
| 3217 | Кӑнтӑрла кашта ҫинчен анман чӑх кахалланса каять. | Ҫӗр — Кун |
| 3218 | Кӑнтӑрла ҫилленет, каҫхине кулать. | Ҫӗр — Кун |
| 3219 | Кӑнтӑрла ҫитсен кайӑк-кӗшӗк те канса илет. | Ҫӗр — Кун |
| 3220 | Кӑнтӑрла ыйӑхра, каҫхине касакра. | Ҫӗр — Кун |
| 3221 | Кӑнтӑрлахи кайӑксем тӑманана юратмаҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3386 | Кӑҫал Мӑнкун та юнкун тет. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3387 | Кӑҫал пашалупа, килес ҫул ҫӑмахпа. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3388 | Кӑҫал пултӑр, килес ҫулхине Тур пӗлет. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3389 | Кӑҫал ҫавра ҫил, килес ҫул кӑра ҫил. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 3390 | Кӑҫалхи юр-вар ҫитес ҫула юрас ҫук. | Пӗлтӗр — Кӑҫал |
| 2877 | Кетсе иличчен Хусана ҫитнӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2907 | Кӗллен-кӗллен ҫуллӑ пӑтӑ пулмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2954 | Кӗр аш юратать, ҫур сӗт тет. | Ҫур — Кӗр |
| 2955 | Кӗр йӗпи ҫуршӑн мар тет. | Ҫур — Кӗр |
| 2956 | Кӗр йӗпи ыраш калчине тет. | Ҫур — Кӗр |
| 2957 | Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур. | Ҫур — Кӗр |
| 2958 | Кӗр калать: «Тӗртеп», — тет. Ҫур калать: «Чӗртеп», — тет. | Ҫур — Кӗр |
| 2959 | Кӗр кунӗ ҫич ӑслӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 2960 | Кӗр мӑнтӑр, палламасть. | Ҫур — Кӗр |
| 2961 | Кӗр мӑнтӑрӗнче аш ҫи теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2962 | Кӗр пӑтӑпа теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2963 | Кӗр пуйтарать, ҫур ҫухатать. | Ҫур — Кӗр |
| 2964 | Кӗр ҫитсен — пӑтӑ та кӗсел, ҫур ҫитсен — ахӑр та кӗҫен. | Ҫур — Кӗр |
| 2965 | Кӗр тултарать, хӗл салатать. | Ҫур — Кӗр |
| 2966 | Кӗр урлӑ каҫма ҫӑмӑл теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2967 | Кӗр хӗл каҫарать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2968 | Кӗр яланах пуян килет. | Ҫур — Кӗр |
| 2969 | Кӗрӗк ӑшӑтать, кӗр тӑрантарать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2970 | Кӗркунне вӗҫсе кайнӑ кайӑк ҫуркунне каялла таврӑнать. | Ҫур — Кӗр |
| 2971 | Кӗркунне выльӑх та качча каять. | Ҫур — Кӗр |
| 2972 | Кӗркунне кайӑксен те пӗсехи тутӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 2973 | Кӗркунне какай, ҫуркунне серте тутлӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 2974 | Кӗркунне кӑсӑя вӑхӑчӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2975 | Кӗркунне куракӑн купа. | Ҫур — Кӗр |
| 2976 | Кӗркунне сала кайӑкӑн та сӑра пур. | Ҫур — Кӗр |
| 2977 | Кӗркунне ҫара ҫерҫи те кӗреке уҫнӑ. | Ҫур — Кӗр |
| 2978 | Кӗркунне ҫук ҫын умӗнче те кӗреке. | Ҫур — Кӗр |
| 2979 | Кӗркунне тир кирлӗ, ҫуркунне пир кирлӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2980 | Кӗркунне туй вӑхӑчӗ. | Ҫур — Кӗр |
| 2981 | Кӗркунне тута пушӑ пулмасть. | Ҫур — Кӗр |
| 2982 | Кӗркунне шапа ҫех юрламасть. | Ҫур — Кӗр |
| 2983 | Кӗркури кӗтнипе кӗр килмест. | Ҫур — Кӗр |
| 2984 | Кӗрпе — Кӗпе, ҫурпа — ҫытма теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |